Чăвашлăх
12 Июлӗн 2021, 09:05

Роспотребнадзор хăрушă «кăмпа» чирĕнчен асăрхаттарнă

2021 çулхи ултă уйăх хушшинче Пушкăртстан территорийĕнче хăй хальлĕн йĕркеленĕ пасарсенче‚ çулсем çинче туяннă тата килти условисенче хатĕрленĕ кăмпапа наркăмăшланнă  çичĕ тĕслĕхе шута илнĕ.  Роспотребнадзорăн регионти управленийĕн  даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн вилĕмпе вĕçленнĕ тĕслĕхсем пулман.

Роспотребнадзор хăрушă «кăмпа» чирĕнчен асăрхаттарнăРоспотребнадзор хăрушă «кăмпа» чирĕнчен асăрхаттарнă
Роспотребнадзор хăрушă «кăмпа» чирĕнчен асăрхаттарнă

 Ытти апат-çимĕçпе танлаштарсан кăмпа çисе наркăмăшланнине чăтса ирттерме йывăртарах.  Уйрăмах ачасемпе аслă çулхи çынсем йывăр чирлеме пултараççĕ. Кăмпа - йывăр апат‚ вар-хырăмра япăх ирĕлет. Çавăнпа йывăрлă хĕрарăмсен тата кăкăр çитерекен аннесен‚ 8 çул тултарман ачасен рационĕнче кăмпа пулмалла мар.

Асăннă çимĕçе экологи енчен таса районсенче пухмалла. Вĕсен пахалăхне сыхласа хăварас тесен витре‚ полиэтилен михĕ е пакет ăшне тултарма юрамасть. Унсăр пуçне кивĕ‚ ытлашши ÿссе кайнă‚ хуртлă тата паллă мар кăмпасенчен пăрăнса иртмелле. Чĕрĕ кăмпана нихăçан та çыртса пăхмалла мар. Ăна пĕçернĕ хыççăн çеç пĕр хăрамасăр çиме юрать. Йăнăшас мар тесен‚ кăмпана тунипе касса илмелле. Çапла майпа килти условисенче вăл çиме юрăхлă е юрăхсăррине пĕлме пулать. Хăш-пĕр çиме юрăхлă кăмпасен наркăмăшлă йĕкĕрешĕсем пуррине асра тытмалла. Уплюнкка татнă чух ăна евĕрлĕ ялтăркка шлепкеллине татасран асăрханăр.

Кăмпа çав тери йывăр чир - ботулизм - çăлкуçĕ пулма пултарать. Енчен те кăмпана консервлас умĕн питĕ тĕплĕ çуса тасатман пулсан‚ çимĕç çинче тăпрапа пĕрле чире пуçаракансем тăрса юлма пултараççĕ. Килте тирпейлени вĕсене вĕлермест‚ банкăна шăвăç хупăлчапа хупса лартсан та кислород лекмен савăтра ботулизм пуçаракансене ĕрчеме услови чылай лайăхланать.

 - Кăмпа çисе наркăмăшланнин паллисем 1‚5-2 сехетрен паллă пулаççĕ. Пуç вăйлă ыратма тытăнать‚ кайран хăстарать‚ вар-хырăм пăсăлать. Ÿт температури те кăштах çĕкленни сисĕнет. Шăна‚ сатанин тата суя кăмпасемпе наркăмăшланнă çынсен галлюцинаци пулма пултарать. Условлă çиме юрăхлă кăмпасемпе (волнушки‚ рядовка) наркăмăшланнин паллисем 1-4 сехетрен палăраççĕ. Малтанах вар-хырăм ыратма-касма пуçлать‚ ăш пăтранма тытăнать‚ хăстарать. Условлă çиме юрăхлă кăмпасем  - кăрăçсем‚ волнушки‚ валуйсем‚ рядовкăсем тата ыттисем те - çивĕч гастроэнтерит пуçарса яма пултараççĕ‚ - тенĕ Роспотребнадзорăн Пушкăртстан Республикинчи управленийĕнче.           

Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас