Чăвашлăх
13 Июля 2021, 12:45

Иртнĕ талăкра 11 гектар вăрман çуннă

Пушкăртстанра иртнĕ талăкра 113 гектар çĕр лаптăкĕ çинче виçĕ вăрман пушарне регистрациленĕ.

Вĕсенчен иккĕшне, Хайбулла тата Кугарчă районĕнчисене, сÿнтернĕ. Зианчура районĕнчи 7 гектар вăрманта вут-çулăм çаплах алхасать-ха. Пушара 15 çын сÿнтерет, пилĕк ятарлă техника единици ĕçлет.

Унсăр пуçне Белорецк районĕнчи вăрман пушарне сарăлма чарнă, анчах та вăрманти  3,4 гектар çĕр лаптăкĕ çинчи çулăма сÿнтереймен-ха.

- Пĕтĕмпе вăрман фончĕн территоринче апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 13-мĕшĕччен 2335 гектар çинче 208 пушар регистрациленĕ, - тесе пĕлтернĕ регионти Вăрман хуçалăхĕн министерствинче.

Паянхи кун тĕлне Пушкăртстанри чылай районти  вăрмансенче пушар хăрушлăхĕн 2-4 класне палăртаççĕ. Кугарчăпа Мелеуз районĕсенче пушар хăрушлăхĕн пиллĕкмĕш класне лартаççĕ.

Иртнĕ талăкра 11 гектар вăрман çуннă
Иртнĕ талăкра 11 гектар вăрман çуннă
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас