Пур хыпар та
Чăвашлăх
13 Июлӗн 2021, 14:50

Кулленхи апат-çимĕç хакĕ ÿсесси çинчен асăрхаттарнă

Раççейре тĕп апат-çимĕç хакĕсем ÿсни палăрать. Раççей Потребительсен пĕрлĕхĕн председателĕ Петр Шелищ кĕркунне пур апат-çимĕç хакĕ те ÿсме пултарни çинчен асăрхаттарать.

Раççейре тĕп апат-çимĕç хакĕсем ÿсни палăрать. Раççей Потребительсен пĕрлĕхĕн председателĕ Петр Шелищ кĕркунне пур апат-çимĕç хакĕ те ÿсме пултарни çинчен асăрхаттарать. Эксперт шучĕпе, кĕске вăхăта та пулин хаксем йÿнелме пултараççĕ, анчах та пурпĕр çултан çул апат-çимĕç хакĕ ÿсесси паллă.

- Хаксене чармалли пĕртен-пĕр мел – потребитель ыйтни. Анчах та яланхи пекех çынсене куллен кирлĕ апат-çимĕç хакĕ ÿсет. Хаксене мĕн чухлĕ ÿстерсен те çынсем вĕсене пурпĕр туянĕç, мĕншĕн тесен çимĕçсене урăх юр-варпа улăштарса пулмасть, - тенĕ Петр Шелищ.

Пĕчĕк тупăшлă çынсемшĕн тĕп апат-çимĕç шутне кĕрпесем, макаронсем, сахăр, тип çу тата çăкăр кĕреççĕ. Потребительсен рынокĕнче тавар калăпăшĕ ÿсни çеç хаксене ÿкерме пултарать.

- Чылайрах апат-çимĕçе хамăрăн ÿстермелле. Тавара чикĕ леш енчен илсе килессине те йĕркелемелле. Хальлĕхе çак ыйтусене татса параймастпăр-ха, - тенĕ Петр Шелищ.

Кулленхи апат-çимĕç хакĕ ÿсесси çинчен асăрхаттарнă
Кулленхи апат-çимĕç хакĕ ÿсесси çинчен асăрхаттарнă
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас