Раççей регионĕсене çĕнĕ шкулсем хăпартма 43,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Пушкăртстан çак программăна пурнăçа кĕртме 2 млрд тенкĕ илĕ. Тивĕçлĕ хушăва РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин алă пуснă.
Асăннă пулăшу «Вĕрентÿ аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче пурнăçа кĕрет. Укçана федераллă бюджетран уйăрни çинчен РФ министрсен кабинетĕнче пĕлтернĕ.
Пушкăртстана 2021 тата 2022 çулсенче 980,7 миллионшар тенкĕ укçа уйăрĕç. 2023 çулта 46,5 млн тенкĕ субсиди уйăрма палăртаççĕ. Документ тăрăх 2024-2030 çулсенче Пушкăртстан «Вĕрентÿ аталанăвĕ» программăпа тата 320 млн тенкĕ илме тивĕç.
- Ачасене пĕлÿ илме, спорт занятийĕсене ирттерме, пур енлĕ ÿсме тата аталанма ункайлă тата хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ условисем тумалла. Вĕренÿ процесĕ ункайлă та кăсăк пулмалла, - пĕлтернĕ пресс-службăна Михаил Мишустин.
Пĕтĕмпе патшалăх пулăшăвĕпе 2024 çул вĕçленнĕ тĕле регионта 1,3 пин шкулран кая мар хăпартма палăртаççĕ. Çак ĕçе инвесторсене тата социаллă бизнеса явăçтарма палăртаççĕ.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#образование