Пур хыпар та
Чăвашлăх
13 Июлӗн 2021, 15:10

Туристсене валли тата 363 навигаци палли кирлĕ

Пушкăртстанра 2020 çултан республикăри çулсем çинче туристсене куçса çÿремелли паллăсене лартмалли ĕç пырать. Çав шутра республика территорине кĕрекен федераллă пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем çинче те.

Паянхи куна Пушкăртстанра (1 338 направлени тăрăх) 1058 турист палли çирĕплетнĕ. Халĕ вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем çинче турист навигаци паллисене лартас ĕç пырать.

Паянхи кун ПР Туризм патшалăх комитечĕпе муниципалитетсен администрацийĕсем тата «Башкирдортранспроект» тулли мар яваплă пĕрлĕх тата 260 турист объекчĕ патне çитме вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсем çине 363 турист навигаци палли лартма палăртаççĕ.

Туристсене валли тата 363 навигаци палли кирлĕ
Туристсене валли тата 363 навигаци палли кирлĕ
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас