Пур хыпар та
Чăвашлăх
14 Июлӗн , 17:11

«Пушкăртстан бюджечĕпе усă курасси» саккун проектне пăхса тухнă

2021 çулхи июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн ларăвĕнче «2020 çулта Пушкăртсан Республикин бюджечĕпе усă курасси» саккун проектне пăхса тухнă.

«Пушкăртстан бюджечĕпе усă курасси» саккун проектне пăхса тухнă

Ăна республика парламенчĕн профильлĕ комитечĕн ларăвĕнче сÿтсе явнă. Çавăн пекех 2021 çулхи июнь уйăхĕн 10-16-мĕшĕсенче ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн саккун проектне халăхпа сÿтсе явассине йĕркеленĕ.
2020 çул кăшăлвирус пандемийĕ сарăлнă вăхăтпа тÿр килчĕ. Çавна май республика хыснинчи укçа-тенкĕн ытларах пайĕ ăна тĕп тунă, халăха тата пуринчен те ытларах шар курнă экономика отраслĕсене пулăшнă çĕре кайнă. Экономика лару-тăрăвĕ кинет начарланнăран, çав шутра кăшăлвирус чирĕ сарăлнипе те, республика хыснине нухрат сахалрах кĕме пуçланă. 2020 çулта республика бюджетне 219,9 млрд тенкĕ укçа кĕнĕ, 2019 çулпа танлаштарсан, 16,1% сахалрах. Налогпа çыхăннă тата çыхăнман таххутсен тĕп çăлкуçĕсен шутне уйрăм çынсен налогĕсем (18,7%), организацисем тупăшшăн налог тÿлени (14,8%), акцизсем (9,7%), харпăр пурлăхĕшĕн (6,2%), патшалăх харпăрлăхĕ шутланакан пурлăхсемпе усă курнишĕн (3,4%) налог тÿленисем кĕреççĕ.
Çав вăхăтрах саплавсăр (безвозмездный) таххутсен шучĕ 2019 çулхипе танлаштарсан 45,2 млн тенке е 1,9 хут ÿссе 96,7 млрд тенкĕпе танлашнă. Укçа-тенкĕ шучĕ ÿсни ытларах çĕнĕ кăшăлвирус инфекцийĕ сарăласран асăрханмалли профилактика мероприятийĕсем ирттерме нухрат уйăрнипе çыхăннă. Çакă социаллă сферăри нумай начар енсенчен пăрăнма, сывлăх сыхлав системине кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрма, пĕрле укçа-тенкĕ хывнин (соофинансировани) калăпăшне тата наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессин хăвăртлăхне сыхласа хăварма пулăшнă.
Республика бюджечĕн тăкак пайĕ 259,4 млрд тенкĕпе танлашнă, вăл 44,2 млрд тенкĕ ÿснĕ.
Кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра республика социаллă сăмах панисене (обязательство) пурнăçлас ĕçе малалла тăснă. Социаллă ыйтусене тивĕçтерме 192 млрд тенкĕ е 74% кайнă. Вĕсенчен социаллă политика валли 66,8 млрд тенкĕ (25,8%), вĕренÿ - 56,2 млрд тенкĕ (21,7%), сывлăх сыхлав - 42,7 млрд тенкĕ (16,5%), çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх - 14,8 млрд тенкĕ (5,7%), культура, кинематографи - 7,2 млрд тенкĕ (2,7%), физкультурăпа спорт - 2,6 млрд тенкĕ (1,0%), массăллă информаци хатĕрĕсем - 0,9 млрд тенкĕ (0,3%), çут çанталăка сыхлас ĕç валли 0,8 млрд тенкĕ (0,3%) уйăрнă. Çавăн пекех экономика секторне аталантарассипе çыхăннă тăкаксем 43,9 млрд тенкĕпе (16,9%) танлашнă.
Кăшăлвирус пандемийĕ кÿнĕ сиенсемпе кĕрешме тата макроэкономика кăтартăвĕсем чакнă вăхăтра экономикăна çирĕп аталантармалли мерăсене пурнăçа кĕртме 32,8 млрд тенкĕ уйăрнă. Нухратăн ытларах пайне сывлăх сыхлав сферине тата социаллă политикăна янă. Кĕске вăхăтрах койка фондне ÿстерсе, кирлĕ оборудованипе эмелсем туянса, медицина ĕçченĕсене ĕç условийĕсемпе тивĕçтерсе больницăсене кăшăлвируспа кĕрешмелли госпитале çавăрнă. COVID-19-па чирлĕ çынсене пулăшу паракан медицина тата социаллă ĕçченсене тÿлевсемпе тивĕçтернĕ.
Республикăн патшалăх умĕнчи парăмĕ 21 млрд тенкĕпе танлашать. Регионти кредит тиевĕ чи пĕчĕк шайра.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова