Чăвашлăх
14 Июля 2021, 07:35

Ача-пăча лагерĕсен шучĕпе виççĕмĕш вырăнта

Пушкăртстан ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсен шучĕпе (мирпутешествий.рф сайтра регистраци иртнисем) Краснодар крайĕпе Крыма мала ирттерсе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Ача-пăча лагерĕсен шучĕпе виççĕмĕш вырăнтаАча-пăча лагерĕсен шучĕпе виççĕмĕш вырăнта
Ача-пăча лагерĕсен шучĕпе виççĕмĕш вырăнта

Регионти Вĕрентÿ министерствин даннăйĕсемпе килĕшÿллĕн июнь уйăхĕн 1-28-мĕшĕсенче республикăра 1184 ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли лагерь ĕçленĕ. Вĕсем пĕтĕмĕшле 84 пин ача йышăнма пултараççĕ. Паянхи кун тĕлне тĕрлĕ йышши кану организацийĕсенче вăхăта усăллă ирттерекен шкул ачисен шучĕ 210 пинпе танлашать.

ПР Туризм енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Эльмира Туканова пĕлтернĕ тăрăх‚ Ростуризм  путевка хакĕн пĕр пайне каялла тавăрса пама йышăннă. Енчен те ашшĕ-амăшĕсем май уйăхĕн 25-мĕшĕччен путевка туяннă пулсан‚ июнь уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен «Госуслуги» сайтра заявлени çырма пултараççĕ. Вĕсен картти çине путевка хакĕн 50% (20 пин тенкĕрен ытла мар) каялла тавăрса парĕç.

Çакна та палăртса хăвармалла: заявление ача лагерьтен таврăнсан çеç çырма пулать.  Унсăрăн унăн канăвĕ май уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа сентябрь уйăхĕн 20-мĕшĕпе тÿр килмелле.

 - Пушкăртстан лагерьсен шучĕпе виççĕмĕш вырăнта. Мирпутешествий.рф сайтра 48 организаци регистраци иртнĕ‚ – тенĕ Эльмира Туканова. – Ростуризм даннăйĕсем тăрăх‚ республикăран асăннă программăна 64 лагерь хутшăннă. Вĕсенчен 29-шĕ туроператорсем тата агрегаторсем урлă‚ 35-шĕ тÿрремĕн çыхăннă.

Май уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ростуризм ача-пăча кешбэкĕпе çыхăннă программăна хута янă. Çав кунран пуçласа август уйăхĕн 31-мĕшĕччен кăмăл пуррисем ача-пăча лагерĕсене путевка туянма‚ унăн хакĕнчен 50% процент тавăрма пултараççĕ.   

Ирида НОВИКОВА.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас