

Тĕлпулăва хутшăннисем Иглин пылне тата хурт-хăмăр продукцине Бахрейн Королевствине экспорта тăратассине сÿтсе явнă. Посола районта туса илекен сиплĕ çимĕçĕн пахалăхĕ тĕлĕнтернĕ. Ют çĕршыв çынни пыл вĕсен патшалăхĕшĕн хăйне евĕрлĕ продукци‚ унта пурăнакан кашни çыншăн паха тата сывлăхшăн усăллă çимĕç пулнине палăртнă.
Паянхи кун Иглин пылĕ чи тутли та пахи шутланать. Унăн ят-сумĕ пĕтĕм тĕнчипех сарăлнă. 2019 çулта Канадăра йĕркеленĕ «Апимондия» хурт-хăмăрçăсен пĕтĕм тĕнчери когресĕнче Владимир Кугейко çăка пылĕн пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулнишĕн ылтăн медаль илме тивĕçнĕ.
Çитес вăхăтра Иглин пылĕпе хурт-хăмăр продукци тĕслĕхĕсене Мускава‚ посольствăна‚ ăсатĕç.
Ирида НОВИКОВА.