Чăвашлăх
14 Июля 2021, 07:50

Пушкăртстанпа Киргизи пĕрлешÿре ĕçлесшĕн

РФ Президенчĕ çумĕнчи Пушкăртстан Республикин полномочиллĕ представителĕ Умарпаша Ханалиев тата Раççейри Киргизи посолĕ Гульнара-Клара Самат икĕ республикăн çыхăну аталанăвĕн планне тăвассипе тĕл пулу ирттернĕ. Умарпаша Ханалиев малашлăх проекчĕллĕ «çул карттине» тума сĕннĕ.

Киргизипе Пушкăртстан регионĕсен хушшинчи çыхăнăва 2019 çултах алă пусса çирĕплетнĕ. Анчах та кăшăлвирус инфекцин пандемине пула палăртнă ĕçсене пурнăçлама май пулман. Сăмахран, асăннă республикăсем çăмăл промышленноçăн пĕрлехи проектне тăвасшăн. «Раççей хаçачĕ» пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстана Киргизи Республикин Бакент облаçĕн бизнесне аталантарма чĕннĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас