Урал сасси
+24 °С
Облачно
Чăвашлăх
15 Июля 2021, 10:30

26 район инкеклĕ лару-тăрăва лекнĕ

ПР Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанри 26 муниципалитетра инкеклĕ лару-тăру режимне йышăннă. Çакна çанталăк шăрăх тăнипе‚ уй-хирсенче ял хуçалăх культурисем япăх çитĕннипе çыхăнтарнă.

26 район инкеклĕ лару-тăрăва лекнĕ26 район инкеклĕ лару-тăрăва лекнĕ
26 район инкеклĕ лару-тăрăва лекнĕ

Кăçалхи типĕ çанталăка пула Баймакпа Бакалă‚ Пелепейпе Пишпÿлек‚ Бирскпа Благовар‚ Благовещенскпа Дуван‚ Ермеккейпе Зианчура‚ Зилаирпа Илиш‚ Ишимбайпа Кугарчă‚ Кушнаренкăпа Куюргазă‚ Мишкинпа Салават‚ Туймазăпа Ĕпхÿ‚ Федоровкăпа Хайбулла‚ Чекмагушпа Шаран районĕсем‚ çавăн пекех Кумертау хула округĕ самай шар курнă.

Вĕсенчи инкеклĕ лару-тăру режимĕ июль уйăхĕн 28-мĕшĕччен тытăнса тăрĕ.

Паянхи кун республикăра хĕрÿ ĕç пырать. Çирĕм ултă районти аграрисем кĕрхи тĕш тырăсене пуçтарса кĕртеççĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан çанталăк условийĕсене пула вăтам тухăç (пĕр гектартан 15‚3 центнер) икĕ хут сахалрах. Июль уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне çĕр ĕçченĕсем 13‚7 пин тонна тырă çапса тĕшĕленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас