Чăвашлăх
15 Июля 2021, 10:20

Çĕнĕ резидентсене - анлă çул

РФ Экономика аталанăвĕн министерстви «Белорецк» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестрне çĕнĕ резидент  - «АВиК» ООО - кĕртнĕ. Предприяти проектпа килĕшÿллĕн аш-какая тирпейлесе çурма фабрикатсем‚ тăварланă‚ тĕтĕмленĕ‚ типĕтнĕ тата ытти продукци туса кăларĕ.

Çĕнĕ резидентсене - анлă çулÇĕнĕ резидентсене - анлă çул
Çĕнĕ резидентсене - анлă çул

РФ Экономика аталанăвĕн министерстви «Белорецк» социаллă тата экономика пурнăçне мала иртсе аталанакан территори (ТОСЭР) реестрне çĕнĕ резидент  - «АВиК» ООО - кĕртнĕ. Предприяти проектпа килĕшÿллĕн аш-какая тирпейлесе çурма фабрикатсем‚ тăварланă‚ тĕтĕмленĕ‚ типĕтнĕ тата ытти продукци туса кăларĕ.

 - ПР Экономика аталанăвĕн тата инвестици политикин министерстви ТОСЭР территорийĕ çинче пурнăçа кĕрекен проектсене тĕрлĕ  енлĕн пулăшу парать. Асăннă предприяти шăнтнă тата сивĕтнĕ аш-какай продукцийĕпе тивĕçтерĕ. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 3‚1 млн тенкĕпе танлашать. Проекта пурнăçа кĕртни 17 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма май парĕ‚ - тенĕ ПР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Екатерина Кликунова.

«АВиК» ООО 2021 çулта 19 пин килограмм продукци туса кăларма палăртать. 2025 çул тĕлне çак кăтарту 50 пин килограма çитĕ. Инвестици проектне 2021-2025 çç пурнăçа кĕртĕç.

Ирида НОВИКОВА.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Повышениепроизводительноститрудаиподдержказанятости

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас