Пур хыпар та
Чăвашлăх
19 Июлӗн , 11:40

Баймак районĕнче экстрим-парк йĕркелеме сĕннĕ

Граф кÿллипе Баймак хули хушшинчи территори çинче экстрим-парк йĕркелеме пултарĕç. Çакăн йышши пуçарупа «Таналык» ылтăн кăларакан предприяти учредителĕ Константин Хамуляк правительствăра иртнĕ ведомствăсем хушшинчи  комисси ларăвĕнче тухнă.

Баймак районĕнче экстрим-парк йĕркелеме сĕннĕ

- Унччен маларах Граф кÿллипе Баймак хушшинче çамрăксене канмалли евĕр вырăн пулнă. Вĕсем унта мотоциклпа‚ велосипедпа ярăннă. Шăпах çак территори экстрим-парк йĕркелемелли чи лайăх вырăн шутланать. Кунта тĕлĕнмелле илемлĕ çут çанталăк‚ унсăр пуçне çул та çывăх‚ – тенĕ предприниматель проекта укçа-тенкĕ хывассине палăртса.

Çавăн пекех Константин Хамуляк вырăнта пурăнакансем валли ылтăн кăларассипе çыхăннă «уяв» та йĕркелеме сĕннĕ. Ăна вара ылтăн выртакан вырăнта (Таналыкская Россыпь лапамра) ирттерме палăртаççĕ.

Пушкăртстан Правительствин вице-премьерĕ Азат Бадранов ылтăн кăлараканăн шухăшне ырласа йышăннă. Çак сĕнĕве «Инвестици сехетĕнче» пăхса тухма йышăннă. Анчах чăн малтан компани çĕр тата шыв ресурсĕсене çĕнетессипе çыхăннă ĕçсене вĕçлемелле. К.Хомуляк вĕсене 2021 çулхи декабрь уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме шантарнă. Унсăр пуçне «Таналык» ООО суд йышăнăвĕпе çĕрĕн çиелти сийне пăснăшăн‚ çут çанталăка сиен кÿнĕшĕн 500 млн тенкĕлĕх штраф тÿлемелле.    

Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова