Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
19 Июлӗн 2021, 13:55

COVID-19 вакцинаци черетне кĕтмелли пĕрлĕхлĕ электрон лисчĕ

Пушкăртстанра COVID-19 вакцинаци черетне кĕтмелли пĕрлĕхлĕ электрон листи ĕçлеме пуçланă. Ăна тăвассине Правительствăра иртекен «Сывлăх сехечĕ»  темăпа иртнĕ канашлусенче пĕринче йышăннă.

Республика управлени центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, COVID-19 вакцинаци иртесси пирки çынсем ытларах кăсăкланаççĕ. Иртнĕ июнь уйăхĕнче çеç çак ыйтупа 18 пин çын пульницăсене килнĕ.

Пĕрлĕхлĕ электрон лисчĕ çынсене поликлиникăсенче вакцинацие черетпе иртме май парĕ. Прививка пункчĕсене шыраса, шанкăравласа вăхăта ирттересси пулмĕ.

Сывлăх çинчен пынă канашлура тата куç тухтарĕ (офтальмолог) патне çырăнма йывăр пулни çинчен те сăмах хускатнă. Çынсене çак ыйту та канăçсăрлантарать иккен.

Республика управлени центрĕн ĕçченĕсем ыйтăва тишкернĕ хыççăн куç тухтăрĕсем çитменнине, специалист патне çырăннă списока çĕнетмелли çинчен пĕлтернĕ. Район центрĕнче офтальмолог-тухтăр пулманнипе çынсен ытти хуласене çитме тивет.

Республикăри Сывлăх сыхлав министерстви тухтăрсен çитменлĕхне «Земский доктор» программăна хута ярсан татса пама пулнине курать. Асăннă программа тĕллевлĕ направленипе вĕренсе тухакан студентсене хула-районсене ĕçе вырнаçтарассине шута илет.

Пушкăртстанра муниципалитетсен хушшинчи 5 офтальмологи центрĕ ĕçлет. Çакă ытти регионсене тухса çÿрекен пациентсен йышне чакарма май пачĕ. Министерствăра çывăх вăхăтра республикăра пĕрлĕхлĕ офтальмологи служби пуласси çинчен пĕлтернĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: