Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 14:50

Аварире çамрăк хĕр вилнĕ

Пушкăртстанра çул çитмен ача айăпĕпе авари пулнă. Унта çамрăк хĕр вилнĕ. Инкек çĕрле Белорецк районĕнче Тирлянский поселокĕнчи Тирлянка çырма урлă хывнă кĕпер çинче пулса иртнĕ.

Аварире çамрăк хĕр вилнĕ
Аварире çамрăк хĕр вилнĕ

ГИБДД даннăйĕсем тăрăх‚ 17 çулхи каччă ВАЗ-2107 рулĕ умĕнче ларнă май бетон кĕпер çине пырса тăрăннă. Çăмăл машинăри 21 çулхи хĕр-пассажирăн чĕри вырăнтах тапма чарăннă. Водительпе унăн тепĕр 17 çулхи пассажирĕ йывăр суранланнă‚ вĕсене больницăна илсе çитернĕ.

 - Çул çитмен каччă руль умне водитель прависĕр ларнă. Унсăр пуçне кăçалхи çулăн март уйăхĕнче ăна хĕрĕнкĕ пуçпа тата водитель прависĕр автомобильпе усă курнăшăн административлă явап тыттарнă. Йĕркене пăсакан тĕлĕшпе тĕрĕслев пуçарнă‚ – тенĕ республикăри Патшалăх автоинспекцийĕнче.

Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: