Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 15:10

Çил-тăвăла пула 14 çулхи хĕр ача шар курнă

Пишпÿлек ялĕнче çут çанталăкăн мехелсĕр пулăмĕ вăхăтĕнче инкек пулса иртнĕ. Июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнче вăйлă çил-тăвăл алхаснă. Вăл 80 тăваткал метрлă суту-илÿ  çурчĕн тăррине илсе пăрахнă.

Çил-тăвăла пула 14 çулхи хĕр ача шар курнă
Çил-тăвăла пула 14 çулхи хĕр ача шар курнă

- 2007 çулта çуралнă хĕр ача шар курнă, ăна пульницăна вырнаçтарнă, - ăнлантарса панă Пушкăртстан Инкеклĕ ĕçсен министерствин пресс-службинче.

Вăйлă çил çавăн пекех Кенгер-Менеуз ялĕнчи уйрăм çыннăн 20 тăваткал метрлă гараж тăррине сÿсе илнĕ. Телее, ку чух никам та асап курман.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: