Урал сасси
+23 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 11:55

Çирĕп çемьене - медаль

Юлашки вăхăтра çемье институтне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Нумай çул килĕшÿре пурăннă тивĕçлĕ мăшăрсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслани уйрăмах савăнтарать.

Çирĕп çемьене - медаль
Çирĕп çемьене - медаль

Кăçал «Юратупа шанчăклăхшăн» медале Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕнче пурăнакан Иван Ивановичпа Валентина Витальевна Кононовсем илме тивĕçрĕç. Мăшăр 47 çул хушши çемье йăли-йĕркисене çирĕп тытса пырать, юратупа шанчăклăхра пурăнса ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Кононовсен çемье телейĕ - пĕр-пĕрне юратнинче‚ хисепленинче. Иван Иванович тата Валентина Витальевна чăн-чăн юрату тата çемье телейĕн тĕслĕхĕ шутланаççĕ.
Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов чаплă лару-тăрура мăшăра медаль парса чысларĕ. Вăл общество Кононовсем çемйи евĕр мăшăрсем çинче тытăнса тăнине палăртрĕ.
Пăслăк ял Канаш пуçлăхĕ Юрий Васильев та хисеплĕ мăшăр çемье пурлăхне типтерлĕ упраса çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине çирĕплетрĕ. Çак кунхине ашшĕпе амăшне‚ аслашшĕ-асламăшне‚ кукашшĕ-кукамăшне саламлама ачисемпе мăнукĕсем те кĕрекене пухăнчĕç. Вĕсем аслисене халалласа нумай ăшă сăмах каларĕç. Мăшăр хăйсене хисеп тунăшăн пурне те тав турĕ.
«Юратупа шанчăклăхшăн» медале 25 çултан кая мар пурăнакансем, ачисене çĕршыва юрăхлă çынсем туса ÿстернисем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракансем тивĕçеççĕ.
Карина ПАВЛОВА. Пишпÿлек районĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: