Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 11:52

Кĕрхи тырăсене вырма тухнă

ПР Ял хуçалăх министерствин юлашки кăтартăвĕсем тăрăх, июль уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăра 58 пин тонна тыр-пул (вăтам тухăç гектар пуçне 18,2 центнер) тĕшĕлесе кĕртнĕ.

Кĕрхи тырăсене вырма тухнă
Кĕрхи тырăсене вырма тухнă

- Кĕрхи тырăсене чи нумаййи (6,4 пин тонна, вăтам тухăç гектар пуçне 33 центнер) Чекмагуш район аграрийĕсем вырса илнĕ, - пĕлтернĕ ПР Ял хуçалăх министерствинче. - 5,9 пин тонна тыр-пул Авăркас, 5,6 пин тонна Дюртюли районĕсенчи хуçалăхсенче пуçтарса илнĕ.
Унсăр пуçне Пушкăртстанри 21 хуçалăхра пăрçа вырма тытăннă. Асăннă культурăна пурĕ 6,8 пин тонна çапнă. Унăн тухăçĕ 11,1 центнерпа (гектар пуçне) танлашать.
Пушкăртстан аграрийĕсен пурĕ 3 млн гектар ял хуçалăх культури пухса илмелле. Çав шутран тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсем - 1,74 млн гектар, кĕрхи тырăсем - 363 пин гектар.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: