Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 15:20

Ĕçпе тивĕçтерекенсен хастарлăхĕ 58% ÿснĕ

Иртнĕ 6 уйăх хушшинче Пушкăртстанри ĕç паракансен хастарлăхĕ 58% ÿснĕ. Çак цифрăсене ĕç шырамалли hh.ru Раççей пысăк онлайн-платформине 2021 çулхи вакансисене пăхса тухнă хыççăн тĕпчев служби тăратнă.

Ĕçпе тивĕçтерекенсен хастарлăхĕ 58% ÿснĕ
Ĕçпе тивĕçтерекенсен хастарлăхĕ 58% ÿснĕ

2021 çулхи июнь уйăхĕнче, 2020 çулхипе танлаштарсан, Пушкăртстанри вакансисен шучĕ 79% ÿснĕ. Питĕрех пĕрремĕш çуллахи уйăхсенче «Туризм, гостиницăсем, ресторансем» (+243%), «Спорт, фитнес, илемлĕх» (+227%), «Килти персонал» (+227%), «Искусство, вăйă-кулă, медиа» (+189% ) тата «Администраци персоналĕ» (186%).

- Кăшăлвирус инфекцине пула путланса ларнă професси сферисем июнь уйăхĕнче ытларах вакансисен ÿсĕмĕ палăрнă. Паян асăннă сферăсем ура çине тăраççĕ çеç мар, хăвăрт аталанаççĕ, унта ĕçлеме çын кирлĕ, - ăнлантарса панă Урал hh.ru пресс-службин ертÿçи Анна Осипова.

Çавăн пекех Пушкăртстанра питĕрех суту-илÿ сферинче (вакансисен 28%) çынсем кирлĕ. Иккĕмĕш вырăнта ĕç персоналĕ (17%), виççĕмĕшĕнче строительсем (15%) тăраççĕ.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#повышениепроизводительноститрудаиподдержказанятости

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: