Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 15:00

Шкул ачисем «Большая перемена» поездпа çул çÿреве кайĕç

Пушкăртстанри сакăр шкул ачи кăçалхи çулăн сентябрь уйăхĕнче Мускавран пуçласа Владивосток хулине çити «Большая перемена» поездпа çул çÿреве кайĕç. Вĕсем мĕнпурĕ те «Большая перемена» конкурс (5-7 классем) çĕнтерÿçисем. Çĕнтерÿçĕсем шутĕнче Ĕпхÿпе Туймазă‚ Мелеуз хулисенчи тата Дуван районĕнчи шкул ачисем пулнине палăртса хăвармалла.

Шкул ачисем «Большая перемена» поездпа çул çÿреве кайĕç
Шкул ачисем «Большая перемена» поездпа çул çÿреве кайĕç

Регионти Вĕрентÿ министерствин информацийĕ тăрăх‚ 5-7 классенчи ачасем валли ятарлă вĕрентÿпе вăйă платформи хатĕрленĕ.Конкурсăн икĕ тапхăрне дистанци мелĕпе йĕркеленĕ. Пĕрремĕш тапхăрта конкурсантсем логикăллă шухăшлав ăсталăхне‚ ушкăнпа ĕçлеме пĕлессине‚ çывăхрисене пулăшма хатĕр пулнине кăтартса панă. Иккĕмĕшĕнче экспертсемпе онлайн-калаçу иртнĕ.

Финалта 8-12 çынран тăракан командăсем «пулас шкулăн» проектне хатĕрленĕ. Ачасем чи пысăк продюсер центрĕсемпе телепроектсен ертÿçисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Финала тухнисемпе Олимп чемпионĕсем Алина Загитова тата Татьяна Лебедева‚ Раççей Геройĕ Дамир Юсупов летчик‚ Антон Ескинпа Наталья Дубровицкая актерсем‚ «Юнармия» юхăмăн представителĕсем тĕл пулнă. Миша MOST ÿнерçĕ ачасем валли граффити енĕпе мастер-класс ирттернĕ. «Таврида» арт-кластерĕн актерĕсем «Артекра» «Сон в летнюю ночь» спектакль лартнă.

«Большая перемена» Пĕтĕм Раççейĕпе иртекен конкурсăн çĕнтерÿçи ята (иккĕмĕш сезонăн) çĕршыври 66 регионти 303 шкул ачи тивĕçнĕ. Ăмăртăвăн финалĕ «Артекра» иртнĕ.

Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: