Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
21 Июлӗн 2021, 14:55

Ял пĕвисенче пулăçăпа çамрăк путнă

Хăтаруçăсем кунсерен шывра путакансене çăлнисĕр пуçне‚ шел пулин те‚ вилнисен ÿчĕсене те кăлараççĕ. Республикăри чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшлăх комитечĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче Буздяк районĕнчи Сабаево ялĕнчи пĕвере пулăçă путнă. Пĕр самантра 50 çулхи арçын куçран çухалнă-мĕн.

Ял пĕвисенче пулăçăпа çамрăк путнă
Ял пĕвисенче пулăçăпа çамрăк путнă

- Шырав ĕçĕсене полици тата ял администраци ĕçченĕсем хутшăннă. Анчах арçын ÿтне тепĕр кунне çеç Пушкăртстанри инкеклĕ ĕçсен енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн водолазĕсем шывран туртса кăларнă. Пулăçă мĕн сăлтавпа вилнине полици ĕçченĕсем тĕпчеççĕ‚ – тенĕ ведомствăра.

Июль уйăхĕн 20-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Таусенгирово ялĕнче тепĕр инкек пулса иртнĕ. Вун çичĕ çулхи каччă хăйĕн юлташĕсемпе шыв хĕрринче каннă. Çамрăксем вĕрсе хăпартмалли матрас çинче ишнĕ.  Пĕр самантра  матрас çаврăнса ÿкнĕ.

Çыран хĕррине пурте тухман  - 17 çулхи каччă путнă. Водолазсем унăн ÿтне çырантан 20 метрта тупнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: