Урал сасси
+26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
22 Июлӗн 2021, 14:58

«Манăçми аса илÿ» проект федераллă грант çĕнсе илнĕ

Владивостокра иртнĕ Раççей шайĕнчи «Восток» çамрăксен форумĕнче Октябрьск хулинче «Çамрăксен керменĕнче» яш-кĕрĕмпе ĕçлекен специалист Александр Юдин грант конкурсĕнче çĕнтернĕ.

«Манăçми аса илÿ» проект федераллă грант çĕнсе илнĕ
«Манăçми аса илÿ» проект федераллă грант çĕнсе илнĕ

Александр конкурса  вăрçăсене хутшăннă Пушкăртстанри ветерансем çинчен информацие сыхласа хăвармалли «Манăçми аса илÿ» («Неотступающая память»)  проект тăратнă.

Пуçаруçă каланă тăрăх, унта 100 ытла Тăван çĕршывăн аслă вăрçине, Афган вăрçине хутшăннă тата Çурçĕр Кавказри террористсене хирĕç кĕрешнĕ çынсем кĕрĕç. Волонтерсем проект шайĕнче вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулĕç, аса илĕвĕсене çырса илĕç, фотосъемка ирттерĕç. Пухнă материала «Манăçми аса илÿ» кĕнекере пичетлесе кăларĕç. Кăларăма ветерансемпе вĕсен çемйисене, республикăри музейсемпе вĕрентÿ учрежденийĕсене тÿлевсĕр салатĕç.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: