Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
22 Июлӗн 2021, 17:10

Полици ĕçченĕсем ĕçре ÿстерччĕр тесе наркотик хунă

Пушкăртстанри Шалти ĕçсен министерстви полици ĕçченĕсен тата вĕсен ертÿçи тĕлĕшĕпе служба тĕрĕслевĕ йĕркеленĕ. Ăна ирттерме Пушкăртстан Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Роман Деев хушу панă.

Полици ĕçченĕсем ĕçре ÿстерччĕр тесе наркотик хунă
Полици ĕçченĕсем ĕçре ÿстерччĕр тесе наркотик хунă

Паян‚ июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче‚ темиçе ушкăнра Ĕпхÿри икĕ полици ĕçченĕ айăпсăр çынсем патне юри наркотик хуни çинчен информаци сарăлнă. Вĕсем çак киревсĕр ĕçе службăра ÿстерччĕр‚ преступленисене уçса парассипе çыхăннă статистикăна пысăклатас тесе тунă.

 - Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн айăпа кĕнĕ çынсене ĕçрен хăтарма тата явап тыттарма йышăну тăвĕç‚ - тенĕ ПР Шалти ĕçсен министерствинче.    

Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: