Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
22 Июлӗн 2021, 17:15

Çулталăк çурăри ача питĕрĕнсе ларнă

Ĕпхÿ хулинче çулталăк çурăри пепке машинăра питĕрĕнсе ларнă. Граждансене хÿтĕлекен управлени пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ арçын ача амăшĕпе урамра уçăлса çÿренĕ. Каярах çамрăк анне ачипе хăйĕн автомобилĕ патне таврăннă.

Çулталăк çурăри ача питĕрĕнсе ларнă
Çулталăк çурăри ача питĕрĕнсе ларнă

 - Хĕрарăм нумай пулмасть çĕнĕ сигнализаци вырнаçтарнă. Иномарка хуçи   сумкипе уççине водитель ларакан вырăна хунă‚ ачине ача-пăча креслине лартнă. Унтан машина алăкне хупнă.  Водитель ларакан вырăна пынă тĕле темле-тĕр майпа сигнализаци ĕçлесе кайнă та алăксене хупласа лартнă‚ – тенĕ хăтаруçăсем.

Çамрăк анне вăрах шухăшласа тăман. Сывлăш температури +30 градус ытла пулнине шута илсе профессионалсене чĕнтернĕ.

 - Хăтаруçăсем пралукпа усă курса хупласа лартнă пускăча хăпартнă. Арçын ачана медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулман‚ – палăртнă управленинче.

Июль уйăхĕн 21-мĕшĕнче хăтаруçăсем тепĕр ачана пулăшу пама васканă. Хальхинче виçĕ çулхи хĕр ачан‚ ача-пăча кравачĕ çинче çаврăннă май‚ ури унăн хÿми хушшине хĕсĕнсе ларнă.

 - Пулăшу пама пынă çынсем ача урине хĕссе лартнă карлăка пушатнă‚ хĕр ачана «тыткăнран» çăлнă‚ -  каласа панă хăтаруçăсем.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: