Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
22 Июлӗн 2021, 16:54

Владимир Путин вакцинăсене вырăнсене çитерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама хушнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Правительство членĕсемпе лару ирттернĕ май июль уйăхĕн 21-мĕшĕнче кăшăлвирус вакцинине регионсене илсе çитерессипе тата вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусене татса пама хушнă. Çавăн пекех Раççей ертÿçи кăшăлвирус инфекцине хирĕç кĕрешекен вакцинăна кашни çын хăй ирĕкĕпе тутармаллине асăрхаттарнă. Анчах регионсен  ертÿçисем ăна пурне  те тумалла тесе йышăнма пултараççĕ. В. Путин сăмахĕсем тăрăх, кун пирки граждансене тĕплĕн ăнлантарса памалла.

 - COVID-19 хирĕç кĕрешекен прививкăна пĕтĕм наци прививка планне кĕртмен. Апла пулин те 1998 çулхи саккунпа килĕшÿллĕн губернаторсемпе регион ертÿçисем тĕп санитари врачĕсем сĕннипе – чир хăвăрт сарăла пуçласан -  ăна пурне те тумалла тесе йышăнма пултараççĕ.  Нумай губернатор çакăнпа усă курнă та, - пĕлтернĕ Владимир Путин.

Президент сăмахĕсем тăрăх,  сывлăх  тĕлĕшĕпе прививка тума юраманни пирки те халăха  кирлĕ  таран информаци çитермелле. Çав вăхăтрах COVID-19 хирĕç кĕрешекен прививкăна тума юраманнисен прависене хÿтĕлессине те асăрхаса тăмалла.

Канашлу вăхăтĕнче РФ вице-премьерĕ Татьяна Голикова коллектив иммунитечĕ çĕршывра 80% таран ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне йĕркеленсе çитесси пирки пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне вун çичĕ регион çак кăтарту патне çывăх.  

Надежда РОДИОНОВА.  

Владимир Путин вакцинăсене вырăнсене çитерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама хушнă
Владимир Путин вакцинăсене вырăнсене çитерессипе çыхăннă ыйтусене татса пама хушнă
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: