0 °С
Пӗлӗтлӗ
Республика пуçлăхĕ Радий Хабиров регионти Вĕрентÿ министерствине кĕске вăхăт хушшинче ĕçлĕ ушкăн йĕркелеме тата Роспотребназор ĕçченĕсемпе пĕрле çуллахи кану лагерĕсенче тĕрĕслевсем ирттерме хушу панă.
- Асăннă лару-тăрăва тĕпчемелле. Лагерьсенче ачасем чирленине шута илсе вĕсен ертÿçисене ĕçрен кăларса ямалла. Вĕсем малашне пирĕнпе пĕр çулпа пыраймаççĕ‚ – тенĕ регион ертÿçи. – Çакăн пек хăтланни ачасене канусăр хăварма пултарать. Умра вара тата пĕр уйăх. Çак вăхăт хушшинче ачасем лайăх канма пултараççĕ.