Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
26 Июлӗн 2021, 17:30

Прививка туман пациентсене больницăсене хумĕç

Пушкăртстанра кăшăлвирусран прививка туман çынсене план тăрăх больницăсене хумĕç тенĕ республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин. Çакна республикăри Сывлăх сыхлав министерстви çумĕнчи оперативлă штабра йышăннă.

Прививка туман пациентсене больницăсене хумĕç
Прививка туман пациентсене больницăсене хумĕç

 - Тĕп тухтăрсемпе аслă специалистсен шухăшĕсене шута илсе  кăшăлвирусран вакцина тунă пациентсене çеç план тăрăх больницăсене хурĕç. Çавăн пекех онкологи тата кардиологи чирĕсемпе чирлекенсене  медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерĕç. Ыттисен‚ больницăна сипленме выртмалла пулсан‚ прививка тумалла пулĕ. Çакă медицина организацийĕсенче кăшăлвирус инфекцийĕ сарăласран асăрханма тата пĕр татти-сыпписĕр медицина пулăшăвĕ пама пулăшĕ‚ – тенĕ Максим Забелин.

Министр çакна та палăртнă: васкавлă медицина пулăшăвне‚ прививка сертификачĕ пуррипе çуккине пăхмасăр‚ мĕнпур республика çынни те илме тивĕçет.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: