0 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Инкеклĕ лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ Hyudai SoIaris водителĕ техникăна тытса чарайман пирки кювейта чăмнă. Ун хыççăн иномарка çаврăнса ÿкнĕ.
Аварире 18 çулхи хĕр вилнĕ тата тăватă çын суранланнă.
Вырăнта ПР Патшалăх комитечĕн хăтаруçисем‚ медицина тата полици ĕçченĕсем ĕçлеççĕ.