Вĕсенчен пĕри нумай функциллĕ (кафе‚ лавкка‚ гостиница‚ автосервис‚ автомобиль мойки‚ машинăсем тăратмалли вырăн) пулĕ. Ăна Салават районĕнчи Кропачево – Месягутово - Ачит регион çулĕ хĕрринче хăпартĕç. Иккĕмĕшĕ Чишма районĕнчи М5 çулăн хĕрринче вырнаçĕ. Вырăнти комплекс çумĕнче çăмăл тата çăк тиемелли машинăсене тăратмалли вырăн тăвĕç‚ автомобиль мойки хăпартĕç.
Инвесторсем кашни объекта 50-шар млн тенкĕ хывма палăртаççĕ. Кашни комплексра 25-шер ĕç вырăнĕ уçăлĕ.
Регионта çул-йĕр инфраструктурине лайăхлатассине правительство тимлет. Инвесторсене тĕрлĕ йышши пулăшу мерисем сĕнеççĕ: сутусем ирттермесĕр çĕр лаптăкĕсене арендăна параççĕ‚ инженерипе транспорт объекчĕсене хапартнă чух тăкакланă укçасене саплаштарма субсидисемпе тивĕçтереççĕ.
Суту-илÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ 51 инвесторпа çыхăну йĕркеленĕ. Çул-йĕр сервисĕн сферинчи проектсен пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ 5‚5 млрд тенкĕпе танлашать. Инвестици сехечĕсенче 23 инвестор проекчĕсене пăхса тухнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле инвестици калăпăшĕ - 4‚6 млрд тенкĕ.