- Пирĕн республика пысăк‚ хăш-пĕр районсене çитме йывăр. Республикăри медицина ĕçченĕсемшĕн санавиаци пысăк пулăшу пулса тăрать‚ – тенĕ регион ертÿçи. - Çӗнӗ техника йывăр чирлисене - инсульт, инфаркт пулнисене, васкавлăн операци тумаллисене, аварие лексе е ытти инкеклӗ лару-тăрура йывăр суранланнисене Ĕпхÿ хулине хăвăрт илсе çитерме май парать.
2020 çулта Пушкăртстан Республики Сывлăх сыхлав министерстви валли «Ансат» çĕнĕ вертолет туяннă. Иртнĕ çулхине санитари авиацийĕ 97 вĕçев тунă‚ кăçалхи çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче - 105.
«Çакă 100 ытла çыннăн пурнăçне çăлма пулăшн㻂 – санавиаци пуррипе Куюргазă районĕнчи икĕ пепкене вăхăтлă пулăшу панине палăртса каланă Радий Хабиров.
- Йĕкĕрешсем палăртнă вăхăтран иртерех çут тĕнчене килнĕ‚ çавăнпа пепкесене пĕр тăхтамасăр Ĕпхÿ хулинчи Республика ача-пăча клиника больницине илсе килмелле пулчĕ. Унта вĕсене квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ панă.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение