0 °С
Пӗлӗтлӗ
Раççей Президенчĕ Владими Путин алă пуснă тивĕçлĕ указа право информацин официаллă порталĕнче пичетлесе кăларнă.
Асăннă документ 1992 çулхи суту-илÿ предприятийĕсенче тата обществăлла апатлану вырăнĕсенче, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсенче, пульницăсенче, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче тата ытти организацисенче I тата II ушкăн инваличĕсене черетсĕр ирттересси пирки калакан хушăва улшăнусем кĕртет.
Çĕнĕ хушу тăрăх асăннă категорие «сусăр ачасем тата вĕсене ертсе çÿрекенсем» кĕреççĕ. Документ ăна алă пуснă кун, июль уйăхĕн 26-мĕшĕнчен, вăя кĕнĕ.