0 °С
Пӗлӗтлӗ
Кĕрхи тырра çапса илессипе Авăркас районĕ (28 пин тонна) мала тухнă, вĕсене хуса çитсе Чекмагуш районĕ (27,5 пин тонна) пырать, виççĕмĕш вырăна Давлекан районĕ (26 пин тонна) йышăннă.
Вырма кампанийĕ июль уйăхĕн 14-мĕшĕнче пуçланнă. Кĕрхи культурăсене 3 млн гектар çĕр лаптăкĕ çинче акнă пулнă. Иртнĕ çул тĕш тырăсен тухăçлăхĕ питĕ савăнтарнă, пурĕ 4 млн тонна ытла пухса илнĕ. Çак кăтарту 2019 çулхипе танлаштарсан, 25% чылайрах пулнă.