-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Çĕнĕ завода малтан Биохимкомбинат пулнă вырăнта хăпартĕç. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче юхăннă. Пăрахăçа тухнă вырăнта хальхи вăхăтпа килĕшÿллĕ тата экологи енчен сиенсĕр производство уçасшăн.
- Каяшсене çунтармĕç, çĕр ăшне чавса хумĕç, унтан тепĕр хут тавар тăвĕç, - палăртнă Андрей Назаров.
Çĕнĕ производство çулталăкне 13 пин тонна таран чĕр тавар тата апат-çимĕç хумалли упаковкăсем тума пĕчĕк пластмасс татăкĕсене хатĕрлĕ. Комплекса уçнă хыççăн Благовещенск хулин хысни çĕнĕ налук тÿлевĕсемпе пуянланĕ тата çынсем валли ĕç вырăнĕсем пулĕç.