Уяв республикăра пурăнакан халăхсен йăли-йĕрки, историпе культури патне таврăнма май парать. Вăл наци палли пекех, авалхи культурăпа ăс-тăн еткерлĕхне упрама пулăшать. Çавăнпа та уява республикăри пур хуласемпе районсенче те хаваспах хутшăнаççĕ. Ĕпхÿре те асăннă уява халалласа анлă программа хатĕрленĕ. Наци тумĕн кунне уявлама Пушкăртстанри историпе культура центрĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче наци костюмĕсен куравĕсем, çак тематикăна халалланă флешмобсем, хĕрарăмсен эрешĕсене, кăкăр умне çакмаллисене хатĕрлеме, кĕпе касса çĕлеме, тĕрлеме вĕрентекен мастер-классем тата ыт. те иртеççĕ. Тĕрлĕ йышши культура, наци хăйнеевĕрлĕхĕ – çакна пурне те Наци тумĕн кунĕнче курма пулать.
Наци тумĕн кунне вĕрентÿ учрежденийĕсенче те анлăн паллă тăваççĕ. Шкулсенче республикăри халăхсен тумĕсене халалланă пĕрлĕхлĕ уроксем, тĕрлĕ флешмобсем, конкурссемпе презентацисем иртеççĕ. Уроксенче халăхсен культурипе кулленхи пурнăçĕ çинчен каласа параççĕ, халăх ташшисен видеокуравĕсене пăхаççĕ, халăх инструменчĕсемпе калакан кĕвĕсене итлеççĕ.
Вĕрентÿ учрежденийĕсенче кун йышши мероприятисем ирттерни ачасене тăван халăх культурипе, йăли-йĕркипе кăсăклантарма пулăшать, тăван тавралăхпа мăнаçланас туйăмсене аталантарать, халăх ăстисен ĕçне хисеплеме вĕрентет.
Надежда РОДИОНОВА.