Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
28 Июнӗн 2022, 11:13

Тинĕскÿлсем Питĕр хулинчи Акатуя хутшăннă

Çак кунсенче Ленинград облаçĕнче чăваш культура кунĕсем иртнĕ.

Тинĕскÿлсем Питĕр хулинчи Акатуя хутшăннă
Тинĕскÿлсем Питĕр хулинчи Акатуя хутшăннă

Чăваш культура кунĕсен программипе килĕшÿллĕн «Акатуй» уявĕ тата «Хамăр йăла-йĕркесемпе мăнаçланатпăр» фестиваль-конкурс йĕркеленĕ. Уяв ячĕпе пурне те саламлама Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев та çитнĕ. Мероприятие Санкт-Петербург, Мускав хулисенчи, Чăваш Ен, Мари Эл, Пушкăртстан республикисенчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннă. Пушкăртстан Республикипе Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи культура çурчĕн «Пилеш» чăваш халăх фольклор ансамблĕпе «Сывлăм» ташă ушкăнĕ паллаштарнă. Коллективсем «Песчанка» паркăн сцени çине тухса хăйсене тивĕçлипе кăтартнă. «Хамăр йăла-йĕркесемпе мăнаçланатпăр» халăх пултарулăхĕн регионсем хушшинчи фестиваль-конкурсĕнче «Сывлăм» ташă ушкăнĕ III степень лауреачĕн дипломне тивĕçнĕ. «Пилеш» ансамбль I степень лауреачĕ пулса тăнă.
Июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулипе Ленинград облаçĕн Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче Санкт-Петербургпа Пушкăртстанри чăваш пĕрлĕхĕсем пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Тĕл пулăва «Пилеш» чăваш халăх фольклор ансамблĕпе «Сывлăм» ташă ушкăнĕн ертÿçисене те йыхравланă. Тĕлпулу вăхăтĕнче икĕ ен чăваш культурине, чĕлхипе йăли-йĕркине сыхласа хăвассипе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусене çĕкленĕ. Çак ĕçе çамрăк ăрăва явăçтарасси пирки те калаçса татăлнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Санкт-Петербург хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: