Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
27 Апрелӗн 2023, 12:20

Çтерлĕсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акцие хастар хутшăннă

Ĕнер, апрель уйăхĕн 26-мĕшĕнче, Ҫтерлĕ хулинчи пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ.

Çтерлĕсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акцие хастар хутшăннă
Çтерлĕсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акцие хастар хутшăннă

Ҫак акцине чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕр ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕренетекенпе наставник ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. 

  Акцин тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, сумĕпе хисепне ÿстересси пулса тăрать. 

  Диктанта вĕрентекенсемпе студентсем, хулари чăваш наципе культура автономийĕн (ЧНКА) пайташĕсем, «Сарпи» тата «Телей» ансамбльсен пайташĕсем, аслă ăрури çынсем çырчĕç. Диктант çырма пухăннисене ЧНКА председателĕ Оксана Федорова саламларĕ. «Телей» ансамбль хăйĕн юррисене шăрантарса уява илемлетрĕ. Константин Петров студент юрă парнелесе хавхалантарчĕ. Диктант текстне Пушкăртстан Республикин тава тивĕҫлĕ артистки Елена Федорова вуларĕ. Ертсе пыраканěсем Ольга Никитинăпа Анастасия Федорова студентсем пулчěç.

  «Тăван чĕлхеср чăн-чăн пĕлÿ ҫук» тесе каланă чăваш халăхне ҫутта кăларакан И. Я. Яковлев. Аслă вĕрентекенĕмĕр чăваш халăхне питĕ юратнă, тăван халăхшăн калама ҫук нумай ĕҫ туса хăварнă.

   Кашни ҫыннăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Вăл уншăн чи ҫывăххи, чи хакли пулса тăрать. Пирĕншĕн чи хаклă чĕлхе вăл – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхи – питĕ пуян та илемлĕ чĕлхе. Ҫак пуянлăха пирĕн упраса хăварас пулать.

  Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе пурне те сире пĕтĕм чĕререн ăшшăн саламлатпăр. Сывлăх, телей, ăнăҫусем сунатпăр. Диктанта ҫырма кăмăл тунăшăн тав тăватпăр. Малалла та пирĕн чăвашлăха манмалла мар. Тăван чĕлхепе юратса калаҫар! Чăваш чĕлхине упраса хăварар!

  Ольга НИКИТИНА,

  Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн Ҫтерлĕ филиалĕн 1-мĕш курс студенчĕ.

 

 

Çтерлĕсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акцие хастар хутшăннă
Çтерлĕсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акцие хастар хутшăннă
Çтерлĕсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акцие хастар хутшăннă
Çтерлĕсем «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2023» акцие хастар хутшăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: