0 °С
Пӗлӗтлӗ
Сентябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕнчи культура çуртĕнче Наци тумĕн кунне халалласа ачасем валли пĕлÿпе вăйă программи хатĕрленĕ. Шăпăрлансем Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен наци вăййисен тĕнчине путнă. Ачасем «Юрта» пушкăрт, «Золотые ворота» вырăс, «Çерем пăсса вир акрăм» чăваш, «Где работа – там еда» тутар вăййисене хаваспах вылянă. Çапла майпа йĕркелÿçĕсем вăйăсем урлă çамрăк ăрăва пирĕн рсепубликăри халăхсен наци кальтурипе паллаштарнă.