Каланине тĕпе хурса Элшей районĕнчи Кайраклă ял вулавăшĕпе культура çурчĕ йĕркеленипе «Халăх йăли-йĕркисен тымарĕсем патне» тематика сехечĕ иртнĕ. Елизавета Герасимова библиотекарь тата Надежда Хабибуллина клуб ертÿçи мероприятие хутшăнакансене чăваш халăхĕн йăли-йĕркисемпе паллаштарнă. Унсăр пуçне ертÿçĕсем пухăннисене тăван халăх пуянлăхне уçса паракан кĕнекесен, кÿршĕ пÿлĕмре вырнаçнă музейри чăваш халăх ăсталăхĕпе çыхăннă куравсемпе паллашма сĕннĕ. Кунта вара чăвашсен çи-пуçне, вырăнти ăстаçăсем çыхнă, тĕрленĕ тата тĕртнĕ ал ĕçĕсене курма пулнă.
Паянхи кун, халăхăн пурнăçĕ палламалла мар улшăннă вăхăтра, общество чылай япалана манса, çухатса пырать. Эпир хамăр йăх-тымар, мăн асаттесен пурнăçĕ çинчен пачах та пĕлместпĕр. Çынсене чăваш культурине явăçтани уйрăмах паха. Мĕншĕн тесен çакă тăван культура еткерлĕхне хисеплеме, хăв пурăнакан çĕрпе мăнаçланма вĕрентет. Çавăнпа мăн асатте-асаннесен культурине вĕренмелле, пĕлмелле.