Çĕнĕ уяв халăха чăваш тĕррисене упрама, çамрăксене тăван культурăпа тĕплĕнрех паллашма, ăстаçăсен ĕçне малалла тăсма хавхалантарма тивĕç. Çак кун йĕркеленĕ ĕçсен тĕп тĕллевĕ чăваш культурине аталантарасси, мăн асаттесен туприне - чăваш тĕррине - упраса хăварасси, тĕрĕçĕсен ăсталăхне малалла та аталантарасси пулса тăрать.
Чăваш тĕрри кунне çăршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан чăвашсем анлă уявлаççĕ. Шкулсемпе вулавăшсенче, культура çурчĕсенче мастер-классем, конференцисем, куравсем, акцисем иртеççĕ. Çапла майпа тĕнчери пур чăваш чунлă çын та мероприятисене хутшăнса хăйĕн пултарулăхне кăтартма тăрăшать.
Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнчи культура çуртĕнче вăй хуракансем те айккинче тăрса юлман. Çак куна халласа вĕсем «Чăваш тĕррин кĕвви» мастер-класс йĕркеленĕ. Тĕлпулăвăн пĕрремĕш тапхăрĕнче ачасем чăваш наци тĕррипе паллашнă. Унтан мастер-класа ертсе пыракан Алена Алексеева тăван эрешсен вăрттăнлăхĕ, тĕрĕре усă курнă тĕссен пĕлтерĕшĕ çинчен нумай çĕннине каласа панă. Çавăн пекех вырăнти библиотекăра вăй хуракан Алевтина Жилкина «Тĕлĕнтермĕш чăваш тĕрри» кĕнекесен куравне хатĕрленĕ, чăваш эрешĕ çинчен илемлĕ сăвă вуласа панă.
Мастер-класс ачасен кăмăлне çĕкленĕ. Вĕсем пирĕн мăн асаттесен туприне сыхласа, упраса хăвармалла иккенне тавçăрса илчĕç пулĕ тесе шутлатăп. Чăваш тĕнчине аталантараканнисем вĕсем-çке!