Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Чăвашлăх
6 Декабрӗн 2023, 11:05

«Ĕçе – чăваш тĕррипе»

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграмм-каналĕнче «Ĕçе – чăваш тĕррипе» акцие хутшăнма, Тĕрĕ кунĕ умĕн, ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ĕçе чăваш тĕрриллĕ тум тăхăнса килме сĕннĕ.

«Ĕçе – чăваш тĕррипе»
«Ĕçе – чăваш тĕррипе»

Тĕрĕ – чăваш халăхĕн наци мăнаçлăхĕ. Пирĕн тĕп тĕллев – çак пурлăха упраса хăварса çитĕнекен ăрăва парса хăварасси.
Çак кун чăваш Ен Пуçлăхĕн çамрăксен политикипе ĕçлекен управленийĕ те, муниципаллă округсен пуçлăхĕсен çамрăксен ĕçĕсене илсе пыракан советникĕсем те акцие хаваспах хутшăнса ĕçе лайăх кăмăл-туйăмпа килнĕ, ĕç тумне чăваш тĕрриллĕ галстуксемпе пуянлатнă. Хĕрарăмсем, хĕрсемпе пикесем вара чăваш халăхĕн асамлă тĕррисемлĕ кĕпесемпе блузкăсем тăхăннă, çиелтен шÿлкемесемпе мăй çыххисем çакнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвне Чăваш Республикинчи чăвашсем çеç мар, ун тулашĕнче пурăнакансем те хаваспах хутшăнма кăмăл турĕç. Çав шутра «Урал сасси» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем те.
Чăваш тĕррин кунне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2020 çулхи декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе килĕшÿллĕн уявлама йышăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ культурине, тĕррине, упраса хăварасси.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: