Виçĕ сехете тăсăлнă канашлу иртсе пыракан çулталăк пĕтĕмлетĕвне турĕ. Конгресс тунă ĕçсемпе унăн президенчĕ Валерий Клементьев паллаштарчĕ, доклад вуланă май видео сюжетсемпе çирĕплетрĕ. Çавăн пекех доклада сÿтсе явма Кабарда Балкар Республикинчен, Иркутск тата Чĕмпĕр облаçĕсенчен, Чăваш Енрен килнĕ чăваш хастарĕсем тухса калаçрĕç. Ун хыççăн пухăннисем йышăну турĕç.
Унсăр пуçне Мăн Канаш пайташĕсем 2024 çул валли ĕç планне йышăнчĕç. Лару ĕçне Пушкăртстанран «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов хутшăнчĕ.
Çак кунах кунта «Раççей чăваш пики – 2023» конкурс иртрĕ. Пушкăртстан пики Татьяна Назарова (Ĕпхÿ хули) «Чи тараватлă пике» номинацире çĕнтерчĕ. Эпир ăна саламлатпăр. Маттур, Татьяна.
Юрий СНЕГОПАД.