0 °С
Пӗлӗтлӗ
Акци вăхăтĕнче Куюргазă музейĕн ĕçченĕсем тĕрлĕ çынсене хăйсем патне хăнана йыхравланă. Хăнасем ăруран ăрăва куçса пыракан çемьери асăнмалăх япаласем çинчен каласа панă. Вĕсем çак япаласене нихăçан та кăларса пăрахмĕç тата сутмĕç, никама та памĕç, типтерлĕ упрĕç.
Январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Куюргазă музейĕн хăнисен шутĕнче Павловка тата Кривле-Илюшке ялĕсенчи вулавăшсенче вăй хуракан Надежда Алексеевапа Мария Михайлова пулнă. Библиотекарьсем пухăннисене ĕлĕкхи чăваш тумĕпе паллаштарнă. Надежда Васильевна каласа панине видео çине çыртарнă та интернетри социаллă сетьсене вырнаçтарнă. Сире те асăннă видеопа паллашма сĕнетпĕр.