Анатолий Николаевич – Куюргазă тăрăхĕнче кун çути куракан «Куюргаза» хаçат редакцин çывăх тусĕ, вăл кăларăм ĕçченĕсене интереслĕ çул çÿревсем, ял тата хула çыннисемпе тĕл пулнисем çинчен каласа парать.
Чăваш хастарĕ тăван халăхăн чĕлхипе йăли-йĕркисене сыхласа хăварас, аталантарас тесе те нумай тăрăшать, хăйĕнчен мĕн кирлине пурнăçлама май тупать. Çак кунсенче Анатолий Ефремов Шупашкарта пулнă май Куюргазă районĕнчи шкулсем валли кĕнекесем туяннă, вĕсене çывăх вăхăтра районти вĕрентÿ пайне илсе çитерме палăртать. Каярах пĕлÿ çăлкуçĕсене районти чăваш шкулĕсем тăрăх салатĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.