Урал сасси
+18 °С
Дождь
Чăвашлăх
12 Февраля 2025, 09:40

Яланах янра, чӑваш чӗлхи!

Мускав хулинчи РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин полномочиллĕ представительствинче пуçласа чăвашла вĕренекенсем валли курс уçăлнă.

Яланах янра, чӑваш чӗлхи!Яланах янра, чӑваш чӗлхи!
Яланах янра, чӑваш чӗлхи!

Асăннă занятисем май уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырĕç. Анчах та унта çÿрекенсем халех уроксене малалла тăсма ыйтаççĕ.

Пĕрремĕш занятинче вĕренекенсене алфавитпа, вулав йĕркипе паллаштарнă. Çавăн пекех  сывлăх сунма, хăйсемпе паллаштарма вĕрентнĕ. Занятие пухăннисем мăн асаттесен чĕлхипе калаçма вĕренес кăмăлĕсем пуррине пĕлтернĕ.

«Курссине тĕрлĕ ÿсĕмри тĕрлĕ професси çыннисем, студентсемпе пенсионерсем, бухгалтерсемпе медицина ĕçченĕсем таран çÿреççĕ.  Чăваш чĕлхине вĕренни пире пĕрлештерет, культурăпа паллашмалли уйрăм атмосфера йĕркелет. Оксана Викторовна преподаватель вĕрентĕве кăсăк та ăнланмалла ирттерет. Эпĕ Мускавра 27 çул пурăнатăп, асăннă курс чăваш чĕлхине вĕренме çул уçать, çакă маншăн чăн-чăн  çĕнĕлĕх», - каласа парать занятисене çÿрекен Вера Доркина.

Занятисем Чăваш Республикин полномочиллĕ представительствин çуртĕнче иртеççĕ. Нумай пулмасть асăннă здани регион шайĕнчи культура эткерлĕх объекчĕсен списокне кĕнĕ.

Чăваш чĕлхине вĕренекенсен пĕрремĕш ушкăнне йĕркеленĕ, вĕренме кăмăл тăвакансене малалли курссенче кĕтетпĕр. Çакна усăллă та ăнăçлă пуçару тесе шутлатăп. Малалла анчах!

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас