Пур хыпар та
Чăвашлăх
20 Июнӗн 2025, 09:05

«Тăван Атăл» журналăн 6-мĕш номерĕ пирки

«Тăван Атăл» журналăн черетлĕ 6-мĕш номерĕ вулакансем патне çитме хатĕрленет. Мĕнпе пуян-ха ку номер?

«Тăван Атăл» журналăн 6-мĕш номерĕ пирки
«Тăван Атăл» журналăн 6-мĕш номерĕ пирки

Журналăн хуплашки çинче «Нарспи» оперăра Нарспи партине юрланă Чăваш Республикин халăх артистки, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артистки, Шупашкарти Культурăпа искусство институчĕн профессорĕ, Тĕнчери конкурссен тата республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн лауреачĕ Валентина Смирнова-Геворкян сăнĕ пулать. Малтанхи 10 страницăра унăн пултарулăхĕ пирки хатĕрленĕ очерк пичетленет.

Романсем вулама юратакансене Владимир Кузьминăн «Çăлкуç» романăн малаллахи сыпăкĕсем кĕтеççĕ. Ку романа автор Шупашкарта пĕрремĕш трактор тухнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Кăсăклă сюжет çаврăмĕсем, геройсен асра юлакан характерĕсем роман страницисенче чĕрĕлсе тăраççĕ.

Александр Трофимов çырнă «Тавах, аннеçĕм!» поэма - паянхи вулакансем валли чун апачĕ, чĕре сиппи.

Ачалăха аса илсессĕн,

Пĕр сăн тухать ман куç умне.

Чĕрем çумне яланлăх юлнă

Ытарайми тăван анне.

Вăрçă тапхăрĕнче нуша тÿссе хăйĕн ачи-пăчине ура çине тăратнă аннемĕрсене халалланă ăна автор.

Çак темăнах малалла аталантарать Геронтий Никифоров çыравçă та хăйĕн «Ĕç паттăрĕн ячĕ - ырă асăмра» очеркĕнче. Тепĕр очеркне вара Геронтий Лукиянович Иван Викторов поэта халалланё. Хĕрлĕ çар офицерне нимĕç фашисчĕсем концлагерьте тискеррĕн асаплантарса вĕлерни пирки тĕплĕн çырса кăтартать.

Шăмăршăри Галина Иванова журналистка хăйсен тăрăхĕнчи Калиса фронтовичка пурнăçĕпе паллаштарать. Çап-çамрăкла фронта лекнĕскер вăрçăра мĕнле çапăçни, каярахпа, фронтран таврăнсан хĕр шăпи еплерех çаврăнса тухни çинчен илемлĕ очерк çырса хатĕрленĕ вăл.

Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Сергей Павлов  ку уйăхра 70 çул тултарать. Юбиляр пултарулăхĕпе «Тăван Атăл» журнал туллин паллаштарать, салтакри, çемьери, ĕçтешĕсем хушшинче (ÿкернĕ илемлĕ сăнсем урлă тата «Асамлă кĕпер» повесть урлă) эсир писатель сăнарне пĕтĕмĕшле тарăннăн курма пултаратăр.

Журналён 6-мĕш номерĕнче К.В.Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа  Слакпуçĕнче иртнĕ уяв пирки анлă репортаж вырнаçтарнă. Поэтăн çурт-музейĕнче упранакан паха экспонатсемпе Николай Иванов экскурсовод паллаштарать. Поэт-классикĕн ĕмĕр-ĕмĕр çÿлте çунакан чыслă ятне чăваш халăхĕ пин çул иртсен те асра тытĕ - çакна çирĕплетсе параççĕ те Слакпуçне инçетрен – Мускав, Шупашкар, Хусан, Чĕмпĕр, Челябинск, Эрĕнпур, Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Салават хулисенчен -  килсе çитнĕ чăваш делегацийĕсем.

Уйрăм страницăра вара «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журнал тата «Çамрăксен хаçачĕ» чăваш поэзи классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа регионсен шайĕнче «Кашлатăр Иванов вăрманĕ» литература пултарулăхĕн конкурсне йĕркелени çинчен пĕлтерÿ пичетленет.

«Тăван Атăл» журналăн юлашки страницисенче Шупашкарта пĕрремĕш хут Александр Аюкин художникăн Хальхи искусство центрĕнче йĕркеленĕ картинисен куравĕ уçăлни, унăн пахалăхĕ тата пĕлтерĕшĕ пирки сăмах хускатса çырнă статья пулĕ.

Людмила Сачкова,

«Тăван Атăл» журналăн редакторĕ.

Шупашкар хули.

Редакцирен: хаклă туссем, çырăнтару кампанийĕ вĕçленсе килет. Çапах та сире «Тăван Атăл» журнала 2025 çулхи çур çулшăн çырăнса илме ыйтасшăн. Унăн индексĕ – П 2293, хакĕ 584 тенкĕ те 34 пуспа танлашать.  Паллах, «Урал сасси» çинчен те ан манăр. Малашне те пĕрлех пулар.Тăван чĕлхе пĕрлĕхĕ пире вăй парса тăтăр.

«Тăван Атăл» журналăн 6-мĕш номерĕ пирки
«Тăван Атăл» журналăн 6-мĕш номерĕ пирки
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас