Ăна Елена Алексеева библиотекарьпе Тамара Григорьева воспитатель йĕркеленĕ. Мероприяти туслă та лăпкă лару-тăрура иртнĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче чăвашла юрăсемпе паллашнă, сăпка юррисене итленĕ май ачасен халăх йăли-йĕркипе çывăхрах паллашас туртăм çуралнă, вĕсем аслисене хăйсене интереслентерекен ыйтусем панă. Хĕр ачасем сăпка юрри итленĕ май пуканисене çывратнă. Елена Владимировнапа Тамара Николаевна ачасене сăвăсем, юмахсем чăвашла вуласа панă. Чăваш хĕрĕсен авалхи пуçа тăхăнмалли хатĕрĕпе – тухъяпа, кăкăр çине çакмалли амапа, çамкана хупламалли масмакпа, урана сырмалли çăпатапа, пепкене çывратмалли сăпкапа паллашнă, чăваш пукане тумĕн пайĕсене тишкернĕ.
Мероприяти ачасемшĕн усăллă иртнĕ, вăл шăпăрлансен чĕлхине çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатнă, тавракурăмне анлăлатнă, çĕнĕ пĕлÿ панă.