Пилĕк наци çынни хăйсен пуян культурине, халăхсем пулса кайнин историне, йăла-йĕркесемпе тата тутлă наци апачĕсемпе паллаштарнă.
Чăваш нацине Авăркас районĕнчи Меселпуç ял клубĕн культура мероприятийĕсен йĕркелÿçи Олеся Ефимова кăтартса панă. Ăна çак ĕçре вырăнти «Шăпчăксем» вокал ушкăнĕ пулăшнă. Пĕрле вĕсем ĕлĕкхи чăваш туйне сăнарланă.
Куракансене чăвашсен пуян кухнипе паллаштарнă. Ятарласа уяв тĕлне хуплу пĕçернĕ, мероприятие килнисене сăрапа хăналанă.
Меселпуç ял клубĕн хăй пултарулăх ушкăнне чăваш культурине çÿллĕ шайра аталантарас, сыхласа хăварас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн, транспортпа, реквизитсемпе, костюмсемпе пулăшнăшăн пысăк тав тăватпăр. Малашне те пултарулăхра çитĕнÿсем сунатпăр.
Людмила МАРКИНА.
Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.