Чăвашлăх
25 Апреля , 04:05

Наци тумӗллӗ пуканесем туса кӑларасшӑн

Чӑваш Енре чӑваш чӗлхин малашнехи аталанӑвне форумра сӳтсе явнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш алфавичӗллӗ аталанмалли теттесем тата наци тумӗллӗ пуканесем туса кӑларассине ырланӑ.

Наци тумӗллӗ пуканесем туса кӑларасшӑнНаци тумӗллӗ пуканесем туса кӑларасшӑн
Наци тумӗллӗ пуканесем туса кӑларасшӑн

Олег Алексеевич ку шухӑшпа Экономика аталанӑвӗн министерствине ӗҫлеме хушнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхине тата наци йӑли-йӗркине ҫӗнӗ вӗренӳ методикисем урлӑ кӑна упраса хӑварма май пур. Вӑл чӗлхене вӗренессине грамматикӑпа кӑна ҫыхӑнтармалла маррине каланӑ.

Форум Шупашкарти 8-мӗш ача пахчинче иртнӗ. Ахальтен мар. Унта «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проекчӗ пурнӑҫланать. Ачасене унта икӗ чӗлхепе вӗрентеҫҫӗ: вырӑсла тата чӑвашла.

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас