Чăвашлăх
26 Апреля , 05:00

Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ

Хурамал ялĕнчи культура çуртĕнче «Ялан янра, чăваш чĕлхи» фестиваль кĕрленĕ. Ăна вырăнти чăвашсен Канашĕ (ертÿçи – Иван Павлов) район шайĕнче йĕркеленĕ пулсан та унта Пишпÿлекпе Çтерлĕ районĕсенчи пултарулăх коллективĕсем те хутшăнма кăмăл тунă.

Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕÇĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ

Тăван чĕлхене тата хамăрăн патриарха Иван Яковлевич Яковлева халалланă уяв çÿллĕ шайра иртнине палăртмалла – пурĕ 39 заявка килнĕ. Фестиваль тĕрлĕ ÿсĕмри (шăпăрлансенчен пуçласа аслă ăру таран) чăваш хастарĕсене пухнă.

Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Николай Иванов çак мероприятие хак парса чатра кĕскен çапла çырать: «Мияки чăвашĕсем, эсир чăн-чăнах маттурсем. Ĕçре те, юрă-ташăра та малта. Малашне те сире пурнăçра ăнăçу сунатăп, сирĕн умăнта пуçăма таятăп», - тенĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Çĕнĕ Хурамалта пысăк уяв иртнĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас