+17 °С
Облачно


Ҫӗнӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине вӗренме пуҫлакансем валли питӗ меллӗ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пӗтӗм материала 27 урока пайланӑ, вӗсенче чӗлхе грамматикипе тата фонетикипе тӗплӗн паллаштарнӑ.
Авторсем кӗнекене чӑвашла вулама, калаҫма тата ҫырма вӗрентес тӗллевпе хатӗрленӗ. Тӗслӗхрен, виҫҫӗмӗш урокра «кам?» тата «мӗн?» ыйтусен уйрӑмлӑхне ӑнлантарса панӑ: чӑваш чӗлхинче чӗрчунсем «мӗн?» ыйту ҫине хуравланине палӑртнӑ. Ку кӗнекепе шкулсенче, колледжсенче усӑ курма е чӗлхене килте хӑй тӗллӗн вӗренме сӗнеҫҫӗ. Кӗнеке чӑвашла таса та тӗрӗс калаҫма пулӑшмалла.