Урал сасси
+17 °С
Облачно
Чăвашлăх
1 Августа , 08:30

Сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне ҫӗлеме вӗрентекен кӑларӑм хатӗрленӗ

Тинех тесе хакламалла пулӗ ку хыпар пирки. Чӑваш Енре сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне епле хатӗрлемелли пирки меслетлӗх кӑларӑмӗ хатӗрленӗ.

Сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне ҫӗлеме вӗрентекен кӑларӑм хатӗрленӗСцена ҫине тухмалли чӑваш тумне ҫӗлеме вӗрентекен кӑларӑм хатӗрленӗ
Сцена ҫине тухмалли чӑваш тумне ҫӗлеме вӗрентекен кӑларӑм хатӗрленӗ

Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ тумтирӗнче вак-тӗвек ҫук. Унта кашни тӗрӗ-эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ.

Тум ҫӗлекен ӑстасем, ҫав шутра художник-модельерсем, паян нумайланса кайрӗҫ. Анчах пурте тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине пӗлсе ҫитереҫҫӗ-и-ха?

Чӑваш Ен Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнипе сцена тумӗ епле пулмалли пирки сӗнӳсен пуххине йӗркеленӗ. Ӑна хатӗрлеме Культура министерствин тата Республикӑн халӑх пултарулӑх ҫурчӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ.

Сӗнӗве вокалпа хор, юрӑ, ташӑ, фольклор тата театр коллективӗсем, ача-пӑчапа ҫамрӑксен коллективӗсем валли хатӗрленӗ.

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас